Нумаях пулмасть Алешкин-Саплăкри Культура çуртĕнче çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă мероприяти иртрĕ. Уявра нумай çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе те юратса пурăнакан çемьесене чысларĕç.
Маларах асăннă уява икĕ çемье килсе çитнĕччĕ. Вĕсем: Алешкин-Саплăк ялĕнче тĕпленсе пурăнакан Иван Андреевичпа Зинаида Михайловна Журавлевсем тата Николай Ивановичпа Лидия Ивановна Порфирьевсем.... Читать дальше »