Суббота,02:54, 04.05.2024 Приветствую Вас Гость RSS

Получить код баннера
Алешкин-Cаплык - моя малая Родина!





Главная | Форум | Блог | Фотоальбомы | Регистрация | Вход

Меню сайта
Форма входа
Логин:
Пароль:
Категории раздела
Общие новости [189]
Навости сайта, новости села
Новости самоуправления [2]
Новости самоуправления
Православный вестник [45]
Новости православия
Новости образования [21]
Новости школы и детского сада
Новости культуры [14]
Новости культуры
Статистика
Подробная статистика:
Поиск по сайту
Главная » 2021 » Декабрь » 13 » Çемье – вӑл кил, юрату тата шанчăклăх
15:53
Çемье – вӑл кил, юрату тата шанчăклăх

Нумаях пулмасть Алешкин-Саплăкри Культура çуртĕнче çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă мероприяти иртрĕ. Уявра нумай çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе те юратса пурăнакан çемьесене чысларĕç.

Маларах асăннă уява икĕ çемье килсе çитнĕччĕ. Вĕсем: Алешкин-Саплăк ялĕнче тĕпленсе пурăнакан Иван Андреевичпа Зинаида Михайловна Журавлевсем тата Николай Ивановичпа Лидия Ивановна Порфирьевсем.

1968 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Алешкин-Саплăк ялĕнче Николайпа Лидия Порфирьевсен çемйи йӗркеленет. Юратупа чăмăртаннă çемьере 5 ача çут тĕнчене килет. Çемье пуçĕ – Николай Иванович – ĕмĕр тăршшĕпех тăван колхозра вăй хунă, çакăнтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. ĕçтешĕсем хушшинче тӳрĕ кăмăлĕпе, ĕçченлĕхпе, тăрăшулăхпа палăрса тăнă. Ахальтен мар ăна ялта «Николай Иванович» тесе, хисеплесе чĕнеççĕ. Ватăлнă тесе пуçа пĕксе лармасть кил хуçи. Ялти библиотекăна тăтăшах çӳрет. «Кĕнеке вуламасан апат çимен пекех туйăнать», – тет вăл шӳтлесе. Ялти чи ватă тата хастар вулавçăсенчен пĕри шутланса тăрать вăл. Культура çуртĕнче иртекен концертсене те хаваспах хутшăнать. Вăл шăрантаракан юрăсене ял халăхĕ итлеме кăмăллать. «Талантлă çынсем – пур енĕпе те талантлă çав», – тесе ахальтен каламаççĕ халăхра. Николай Порфирьев çинчен те çакнах шантарса калама пултаратăп.

Мăшăрĕ – Лидия Ивановна – тĕлĕнмелле уçă хĕрарăм. Чăн-чăн «çемье управçи» тесе калама пулать ун пирки. Лăпкă кăмăл-туйăмлă, çепĕç чун-чĕреллĕ, ĕçрен те ӳркенсе тăмасть. Ун аллинче çĕр ĕç вĕрет. «Алăра ĕç вĕремесен, хуранра яшка вĕремĕ», – тенĕ ваттисен сăмахне яланах асра тытса пурăнать вăл. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă, тăрăшнă Лидия Ивановна. Шкул пĕтернĕ хыççăнах колхоз ĕçне кӳлĕннĕ, пăрусем пăхнă çĕрте тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва та çакăнтанах тухнă.

Лидия Ивановнапа Николай Иванович пурнăç тути-масине нумай астивнĕ, нушине сахал мар курма тивнĕ. Çапах та хисеплĕ мăшăр пурнăçăн çурма çулĕнче чарăнса тăман. Малаллах пурăннă, нумай йывăрлăха парăнтарнă вĕсем.

Ачисене тĕрĕс воспитани парса ӳстернĕ ашшĕ-амăшӗ паянхи кун телейлĕ асаттепе асанне тата кукамайпа кукаçей.

Иванпа Зинаида Журавлевсем 1972 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче пĕрлешнĕ, ăша йăва çавăрнă. Журавлевсем тăватă ачана кун çути парнеленĕ. Чун тĕпренчĕкĕсене ырă кăмăл-туйăм, тĕрĕс ăс-хакăл парса çитĕнтернĕ. Ачисем паянхи кун хăйсем те ăшă йăва çавăрнă, телейпе-юратупа тултарнă. Ашшĕпе амăшне 9 мăнук парнелеме те ĕлкĕрнĕ.

Журавлевсен туслă çемйи ялта чи хисеплĕ çемьесен шутĕнче тăрать.

Çемье пуçӗ – Иван Андреевич – выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ, зоотехник пулса тăрăшнă. «Тутар Республикин тава тивĕçлĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенӗ» ята тивĕçнĕ. Нумай çул хушши «Дружба» колхозра ертӳçĕ тилхепине тытса пынă. Хастар ĕçленĕшĕн ăна нумай хутчен Хисеп хучĕпе чысланă. Иван Андреевич ятне республикăри Хисеп кĕнекине те кĕртнĕ.

Мăшăрĕ – Зинаида Михайловна – ăшпиллĕ кил хуçи, çуртри юратупа туслăха вăл упраса пурăннă тесен те йăнăш пулмĕ. Ӗмĕр тăршшĕпе яваплă ĕçсенче тăрăшнă. Шанса панă тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Бухгалтер, библиотека заведующийĕ, секретарь пулса ĕçленĕ.

Çемьери ырă çанталăк ытларах хĕрарăмран килнине те палăртрĕ Зинаида Михайловна. «Тĕнчери пĕтĕм çепĕçлĕх, черченлĕх хĕрарăмра. Турă панă ачашлăха çухатмалла мар. Унсăрăн вăл пурнăçа аркатма та пултарать», – тет, сĕнӳ парса, Зинаида Журавлева.

Ял тăрăхӗн пуçлăхĕ Петр Николаевич Артемьев мăшăрсене пĕлтерĕшлĕ уяв ячĕпе чун-чĕререн тухакан ырă сăмахсемпе саламларĕ. Тав хучĕсем тата чечек çыххисем парса чысларĕ. Вĕсем çамрăксемшĕн чăннипех те ырă тĕслĕх пулнине палăртса иртрĕ.

– Çулсем иртнишĕн ан кулянăр, ăна тытса чараймăн. Пуçăра кĕмĕл тĕс çапнă пулин те, сирĕн куçăр сӳнми çăлтăр пек ялкăшать, унта юрату палли курăнать. Ватлăх алăкран шакканă пулин те, эсир пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулса пурăнни – калама çук пысăк телей! – терĕ Петр Николаевич. 

Уяв кăмăллă, хумхануллă, ырă та чун-чĕрене тыткăнлакан лару-тăрура иртрĕ. Культура ĕçченĕсем илĕртӳллĕ мăшăрсене хаваслă юрă-кĕвĕ парнелерĕç. Культура çуртĕнче савăнăçлă кăмăл-туйăм нумайччен хуçаланчĕ...

Наталия Клементьева

Категория: Общие новости | Просмотров: 316 | Добавил: Андрей | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
ComForm">
avatar
Друзья сайта
  • Портал Дрожжановского района
  • Алешкин-Саплыкское сельское поселение
  • Новости Дрожжановского района
  • Россия Православная
  • Всё о Николае Чудотворце: житие, чудеса, иконы, молитвы
  • Православная литература в формате WORD(.DOC)
  • Разработка сайтов
  • Наши соседи


    Календарь
    «  Декабрь 2021  »
    ПнВтСрЧтПтСбВс
      12345
    6789101112
    13141516171819
    20212223242526
    2728293031
    Погода вокруг

    Copyright MyCorp © 2024 |