Пулаççĕ вĕт маттур хĕрарǎмсем: коллективра та, ял-йышра та вĕсем хисепре, кил ǎшшине те упраççĕ, ĕçре те çитĕнӳсем тǎваççĕ, чун киленĕçĕ валли те вǎхǎт тупаççĕ. Пуриншĕн те ырǎ тĕслĕх пулса пурǎнаççĕ. Сǎмах сӳтсе явма та кǎмǎллǎ вĕсемпе: чуна ǎшǎтаççĕ, чĕрене канлĕх параççĕ. Шӳтлеме те ǎста, пǎрчǎкан пек вǎр-вар та çивĕч. Ҫапларах сǎнласа парас килет Алешкин- Саплǎк ялĕнче пурǎнакан Алена Николаевна Журавлевǎна.
Алена Николаевна Ҫĕпрел районĕнчи Кивĕ Упи ялĕнче пилĕк ачаллǎ çемьере çуралса ӳснĕ. Алена-пĕртǎвансенчен чи кĕçĕнни. Упири вǎтам шкул пĕтерсен вǎл Хусанти культура институтĕнче пĕлӳ илет. Библиотекарь профессине алла илнĕ хыççǎн хĕр пĕрчи тǎван яла таврǎнать. Хула шǎв-шавĕ илĕртмест ǎна, пĕтĕм чун-чĕрипе ялаллах туртǎнать. Аслǎ пĕлӳллĕ, пултаруллǎ хĕр Кивĕ Упи ялĕнчи вулавǎш çуртĕнче ĕçлеме пуçлать. 1999 çулта пул
... Читать дальше »