11 октября в Алешкин-Саплыкской сельской библиотеке прошла вечер -встречи с детьми войны. На мероприятии присутствовали учащиеся Алешкин-Саплыкской средней школы. На встречу с ребятами была приглашена Журавлёва Роза Сергеевна, сельский фельдшер с большим стажем. К началу войны ей было 3 года. Вспоминая те годы, Роза Сергеевна очень волновалась. Она рассказала ребятам о тяжёлых годах войны и послевоенной жизни. Ребята с большим вниманием вслушивались в ее воспоминания. Это встреча надолго останется в памяти детей, потому что она была эмоциональной и искренней. Участники встречи поблагодарил и Розу Сергеевну за проникновенный рассказ и пожелали ей здоровья, оставаться такой же активной и жизнерадостной.
Организаторами мероприятия являются работники культурного учреждения села Алешкин-Саплык.
Аслǎ вǎрçǎ чарǎннǎранпа çулсем иртсе пынǎ май, вǎрçǎ ачисен шучĕ чакса пырать. Ялсенче вĕсене халĕ алǎ пӳрнисем çинче шутласа кǎларма пулать.
Ҫĕпрел районĕнчи Алешкин Саплǎк ялĕнче те нуша курса ӳснĕ вǎрçǎ ачисем нумайǎнах мар. Ҫавсенчен пĕри - Роза Сергеевна Журавлева.
Нумаях пулмасть Роза Сергеевна ялти библиотекǎра хǎнара пулчĕ. Унпа тĕлпулма шкул ачисем те килнĕччĕ. Роза Журавлева ачасене хǎйĕн пурнǎçĕ пирки каласа кǎтартрĕ. Вĕренекенсем вǎрçǎ ачине интересленсе итлерĕç, çине-çинех ыйту пачĕç, тĕпчерĕç.
Р.С.Журавлева Ҫĕпрел районĕнче Вǎрманай Шǎхаль ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тǎван çĕршывǎн Аслǎ вǎрçи чарǎннǎ çул пĕрремĕш класа каять. Вǎрçǎ хыççǎнхи пурнǎç питĕ нушаллǎ килнĕ. Шкулсем хальхи пек ǎшǎ пулман, тумтир, апат-çимĕç енчен те хĕсĕк пулнǎ. Апла пулин те Роза Сергеевна вĕренме тǎрǎшнǎ, ача чухнех çынсене сыватакан пулма ĕмĕтленнĕ.
Шкул пĕтернĕ хыççǎн Пǎвари медицина училищинче пĕлӳ илет. Алла вĕреннĕ хут илсен направленипе Тǎваньелне ĕçлеме яраççĕ. Вǎл вǎхǎтра ялсенче трахома (куç чирĕ) вǎйлǎ алхаснǎ пулнǎ. “Трахомапа чирлĕ çынсен куçĕсене килĕрен эмел ярса çӳреттĕмĕрччĕ. Чире вара çĕнтертĕмĕрех. ”,-аса илсе калаçать Роза аппа.
1960 çулта шǎпа ǎна Алешкин-Саплǎк ялне илсе килет. Фельдшерпа акушер пунктĕнче заведующи пулса ĕçлеме пуçлать. Пĕр вǎхǎтрах Хĕрарǎмсен канашне ертсе пырать.
Малашнехи пурнǎçне те вǎл Саплǎк ялĕпе çыхǎнтарать. Ҫак ялти маттур каччǎпа йǎва çавǎрать. Василий Журавлевпа вĕсем пĕрле пилĕк ача пǎхса ӳстереççĕ,тĕрĕс воспитани парса пурнǎçǎн анлǎ çулĕ çине кǎлараççĕ.
Роза Журавлева фельдшерпа акушер пунктĕнче 33 çул вǎй хурать, тивĕçлĕ канǎва та çакǎнтанах тухать. Ěçленĕ çулĕсене вǎл çапларах аса илет:”Ҫǎмǎл пулман, çынна усǎ кӳме пултарни пирĕншĕн савǎнǎç пулнǎ. Хальхи пек асфальтланǎ çул та пулман. Ҫил-тǎман алхаснǎ-и, йĕпе-сапа пулнǎ-и, чĕннĕ вырǎна вǎхǎтра çитме тǎрǎшнǎ”.
Наталия Клементьева
|