Пятница,23:28, 03.05.2024 Приветствую Вас Гость RSS

Получить код баннера
Алешкин-Cаплык - моя малая Родина!





Главная | Форум | Блог | Фотоальбомы | Регистрация | Вход

Меню сайта
Форма входа
Логин:
Пароль:
Категории раздела
Общие новости [189]
Навости сайта, новости села
Новости самоуправления [2]
Новости самоуправления
Православный вестник [45]
Новости православия
Новости образования [21]
Новости школы и детского сада
Новости культуры [14]
Новости культуры
Статистика
Подробная статистика:
Поиск по сайту
Главная » 2021 » Декабрь » 4 » Пурнǎçне тǎван халǎха халалланǎ
08:49
Пурнǎçне тǎван халǎха халалланǎ

“Тǎван халǎхшǎн, юратнǎ ялшǎн чуна парса ĕçлени-маншǎн чи пахи. Иртсе кайнǎ кун-çула каялла çаврǎнса пǎхсассǎн ним чухлĕ те пурǎннǎ пек мар. Тĕпчемелли, ĕçлемелли тата та нумай”,- тет Алешкин Саплǎк ялĕнче пурǎнакан хисеплĕ таврапĕлӳçĕ Валентин Федорович Макаров.

Валентин Макаров –историк, таврапĕлӳçĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕТутар Республикин чǎваш наци конгресĕнчи чǎваш çыравçисен пайташĕн членĕ, Алешкин Саплǎкри ветерансен совечĕн председателĕ. Ҫичĕ кĕнеке авторĕ. 

Нумаях пулмасть Валентин Федорович хǎйĕн 80 çулхи юбилейне паллǎ турĕ. Ҫак чаплǎ уявпа саламлама ǎна Ҫĕпрел район администрацийĕн пуçлǎхĕн çумĕ Алексей Ярухин тата Алешкин Саплǎк ял тǎрǎхĕн пуçлǎхĕ Петр Артемьев килсе çитрĕç. Юбиляра асǎнмалǎх парнесем парса чысларĕç, çирĕп сывлǎх, телейлĕ кун-çул, канлĕ ватлǎх сунчĕç. Тǎван халǎхшǎн çав тери нумай ырǎ ĕç тунǎшǎн, хǎйĕн пурнǎçĕнчи чǎн тупсǎмне шыраса тупма пултарнǎшǎн, тухǎçлǎ ĕçленĕшĕн, чǎвашлǎха упраса хǎварассишĕн ырми-канми тǎрǎшнǎшǎн чун-чĕререн тухакан тав сǎмахĕ каларĕç.

 Валентин Макаров 1941 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче Ҫĕпрел районĕнчи Алешкин Саплǎк ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ялти çичĕ класлǎ шкултан вĕренсе тухсан вǎл тǎван колхозра ĕçлеме пуçлать. Малалла Куйбышев облаçĕнчи Сызрань районĕнче вĕренет, алла чǎн-чǎн тракторист-машинист пулнине ĕнентерекен диплом илет.

1962-1965 çулсенче Валентин Федорович Германири Совет Ҫарĕсен ушкǎнĕнче (ГСВГ) хĕсметре тǎнǎ вǎхǎтра танкист пулса çĕршыва хӳтĕлет.

 Виçĕ çул салтак тивĕçне пурнǎçланǎ хыççǎн тǎван яла таврǎнать. Ахаль ларма хǎнǎхманскер, ялти клуба ĕçлеме вырнаçать. Ăна кунта заведующи тивĕçне шанса параççĕ.

1966 çулта Хурǎнвар-Шǎхалĕнчи вǎтам шкула пĕтернине экстерн майĕпе патшалǎх экзаменне парать. Ҫулталǎкран вара Алешкин Саплǎкри сакǎр класлǎ шкула ĕçлеме вырнаçать. Ачаран таврапĕлӳçĕ ĕçĕпе кǎсǎкланнǎран, ачасене истори тата географи предмечĕсене вĕрентме пуçлать. Паянхи кун та вǎл вĕрентнĕ ачасем ǎна ырǎпа кǎна аса илеççĕ. Вǎл уроксене лайǎх тата интереслĕ илсе пынǎ, хǎйĕн ĕçне юратнǎ. Валентин Федорович çамрǎк специалистсене те пулǎшса пынǎ, хǎйĕн ǎсталǎхĕпе те ыттисене паллаштарнǎ. 

Чунпа учитель ĕçне çыпǎçǎннǎскер, малалла вǎл шкул пурнǎçĕнчен тухмасǎр, Хусанти патшалǎх университечĕн историпе филологи факультечĕн истори уйрǎмне  заочно майпа вĕренме кĕрет. Аслǎ пĕлӳ илнĕ хыççǎн, ǎна шкул директорĕ пулма çирĕплетеççĕ.  Каярахпа истори тата обществознани учителĕ пулса тǎрǎшать. Тивĕçлĕ канǎва та çакǎнтанах тухать.

Валентин Макаровǎн тǎван тавралǎха тĕпчес туйǎм шкулта, ачасене вĕрентнĕ чухне çуралнǎ. Тĕпчевçĕре çак асамлǎ туйǎм кунран кун вǎйланса çирĕп тымар янǎ. “Пĕтĕм тĕнчери историе пĕлнипе кǎна мар, хамǎр тǎван çĕршыв çинчен пĕлни хаклǎ тупра. Ачасене хамǎр таврана вĕрентме тǎрǎшмалла”,- тет историк.  Чун тĕпĕнчен çут тĕнчене кǎларнǎ “Пирĕн тǎрǎхпа Алешкин Саплǎк ялĕн аваллǎхĕ ” пĕрремĕш кĕнекинче таврапĕлӳçĕ яла чĕререн юратни уççǎнах курǎнса тǎрать.  Ҫак кĕнекен ал çырǎвне паллǎ чǎваш историкĕ, наукǎсен докторĕ Василий Дмитриев профессор та пысǎка хурса хакланǎ. “Валентин Федорович кĕнеки тĕплĕн шухǎшласа çырнǎскер, фактсене документсемпе танлаштарнǎ, чĕлхи тирпейлĕ те таса”, - тенĕ профессор.

“Вутра та çунмас, шывра та путмас”,- теççĕ Валентин Федорович пирки ял-йышсем. Лартнǎ  тĕллеве пурнǎçа кĕртес тесе тĕрлĕ йывǎрлǎх урлǎ тухнǎ вǎл. Ҫапах та алǎ усман çыравçǎ, малаллах утнǎ. Тǎван тавралǎха тĕпчесси уншǎн яланах пĕрремĕш  вырǎнта тǎрать. Нумай хулари архивсене çитсе кирлĕ документсем пухнǎ. “Куç хупмасǎр ирттернĕ каçсем те пайтах пулнǎ”,-тет аса илсе паянхи юбиляр.  

Макаров тǎрǎшнипех, СССР авиаци промышленноçĕн министрĕ, П.В. Дементьев Алешкин Саплǎк ялĕнче çуралса ӳсни палǎрнǎ. Вǎл ǎна архив докуменчĕсемпе тĕпчесе пĕлнĕ. Шǎпах “Жизнь отданная авиации” кĕнекинче  П.В.Дементьевǎн пурнǎçĕпе пархатарлǎ ĕçĕ çинчен каласа парать хисеплĕ таврапĕлӳçĕ.

Валентин Федорович пултаруллǎ та харсǎр çын пулнине, унǎн кǎкǎрĕ çинче йǎлкǎшакан медальсем те çирĕплетсе параççĕ. “Тǎван Ҫĕршывǎн Аслǎ вǎрçинче çĕнтернĕренпе 20 çул”, “Ěçри хастарлǎхшǎн”, “Ěç ветеранĕ” тата ытти медальсене те илме тивĕçнĕ вǎл. Тав çырǎвĕсен, Хисеп хучĕсен шучĕ те çук вара!

Паянхи кун та вǎл ял тата район пурнǎçĕнче иртекен обществǎлла ĕçсене хастар хутшǎнать, иккĕллентерекен ыйтусен хуравне уçǎмлатма пулǎшать.

 Валентин Федорович-чǎваш халǎхĕн чǎн-чǎн ывǎлĕ тесе те çирĕплетсе калама пулать.

Мǎшǎрĕ-Нина Алексеевна-çемье ǎшшин управçи,шанчǎклǎ пурнǎç юлташĕ. Вǎл ĕмĕр тǎршшĕпе яваплǎ ĕçсенче тǎрǎшнǎ. Интернатра-воспитатель, шкулта лаборантка пулса ĕçленĕ тата нумай çул хушши библиотекǎра вǎй хунǎ. Валентин Федоровичпа пĕрле вĕсем пилĕк ача пǎхса çитĕнтернĕ. Тивĕçлĕ воспитани панǎ. Вĕсен ачисемпе мухтанмалǎх та, савǎнмалǎх та пур çав. Асли-Галина- Хусан хулинче пурǎнать, учитель пулса ĕçлет. Шкулта вырǎс чĕлхи предметне вĕрентет. Иккĕмĕш-Оксана- çемйипе Ульяновск хулинче тĕпленнĕ. Вǎл почта уйрǎмĕнче оператор пулса тǎрǎшать.  Володя-çемйипе Ульяновск хулинче кун кунлать.  Александр-Ҫĕпрел районĕнчи Чакǎ ялĕнче пурǎнать. Мǎшǎрĕпе пĕрле пилĕк ача пǎхса çитĕнтереççĕ. Кĕçĕнни, Федор, вǎл та çемье çавǎрнǎ ĕнтĕ. Хусанта пурǎнать, хулари пĕр банкра программистра вǎй хурать.

Макаровсен аслисем паянхи кун 10 мǎнукпа тата 1 кĕçĕн мǎнукпа киленсе пурǎнаççĕ. Вĕсем тĕп çурта килессе чунтан кĕтеççĕ. Ватлǎхра йǎпанмалли те ачасем кǎна-çке…Вĕсен хаваслǎ кулли ǎмǎр çанталǎка та çутатса яма пултарать вĕт!

“Пурнǎç пурǎнасси-уй урлǎ каçасси мар”,- теççĕ халǎхра. Витĕмлĕ те чи тĕрĕс сǎмахсем. Мĕн кǎна пулса иртмест пулĕ çак тапхǎрта-савǎнмалли те, хурланмалли те. Чи тӳсĕмлисем кǎна çак лару-тǎрǎва парǎнтараççĕ, мĕн пур йывǎрлǎха çĕнсе малаллах талпǎнаççĕ. Нинǎпа Валентин Макаровсем шǎпах çавǎн пек çынсем.

Наталия Клементьева

Категория: Общие новости | Просмотров: 237 | Добавил: Андрей | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
ComForm">
avatar
Друзья сайта
  • Портал Дрожжановского района
  • Алешкин-Саплыкское сельское поселение
  • Новости Дрожжановского района
  • Россия Православная
  • Всё о Николае Чудотворце: житие, чудеса, иконы, молитвы
  • Православная литература в формате WORD(.DOC)
  • Разработка сайтов
  • Наши соседи


    Календарь
    «  Декабрь 2021  »
    ПнВтСрЧтПтСбВс
      12345
    6789101112
    13141516171819
    20212223242526
    2728293031
    Погода вокруг

    Copyright MyCorp © 2024 |