Понедельник,16:58, 29.04.2024 Приветствую Вас Гость RSS

Получить код баннера
Алешкин-Cаплык - моя малая Родина!





Главная | Форум | Блог | Фотоальбомы | Регистрация | Вход

Меню сайта
Форма входа
Логин:
Пароль:
Категории раздела
Общие новости [189]
Навости сайта, новости села
Новости самоуправления [2]
Новости самоуправления
Православный вестник [45]
Новости православия
Новости образования [21]
Новости школы и детского сада
Новости культуры [14]
Новости культуры
Статистика
Подробная статистика:
Поиск по сайту
Главная » 2021 » Ноябрь » 30 » Тăван яла юратсассăн кăна унăн малашлăхĕ пур
15:08
Тăван яла юратсассăн кăна унăн малашлăхĕ пур

Петр Артемьев: «Тăван яла юратсассăн кăна унăн малашлăхĕ пур».

Эпир пурăнакан ял хăйне кура пĕчĕк утрав пекех ларать. Кунта пурăнакан тÿрĕ кăмăллă кашни çын хăй тĕпленнĕ вырăна тирпей-илем кĕртессишĕн тăрăшать, пурăнмашкăн хăтлă мелсем тăвать. Ял пуçлăхĕ яваплăха çирĕп туйни те яла аталанма лайăх витĕм кÿрет.

Паянхи пек астăватăп: Петр Николаевич Артемьев 2008 çулта ял пуçлăхĕн «тилхепине» тытрĕ. Ун чухне Алешкин-Саплăк ялĕ хальхи пек аталанманччĕ-ха, вăл вăхăтра ялсене пит тимлĕх уйăрман пуль тесе шутлатăп. Кĕрхи йĕпе-сапаллă вăхăтра яла тракторсăр кĕрсе тухма та çукчĕ. Шкул ачисене çÿреме пит кансĕрччĕ. Аслă классенче вĕренекенсем кăна мар вĕт-ха, кулленех шăпăрлансем ача садне, кĕçĕн класс ачисем шкулалла утнă çак пылчăклă çулпа.

Юлашки 7-8 çул хушшинче вара ял сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Хулари пек илемлĕ те çутă ача сачĕ, асфальтлă çул, спорт площадкисем, çĕнĕ ФАП ял çыннисен пурнăçне самаях çăмăллатрĕ. Паллах, Тутарстан Президентне Рустам Минниханова та питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет. Вăл Президент пуканĕ çине ларнăранпа та республикăри ялсем самаях аталанчĕç. Анчах та вырăнти ял тăрăхĕн ертÿçи те шанса панă тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани ял халăхне пурăнмалли лайăх условисем туса пачĕ. «Пуçлăх пуканне» йышăннă тени, кунĕ-кунĕпех вăл ларса тăрать тенине пачах та пĕлтермест. Пачах урăхла, Петр Николаевич пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмен çын тесен те йăнăш пулмĕ. Ялта çын вилет-и, е тата кĕтмен пăтăрмах сиксе тухать, ял ертÿçисĕр пĕр ĕç те пурнăçланмасть. Тĕрлĕ çын пур, паллах, хăшĕ-пĕри ертÿçĕ çине хăй çылăхне çакса хума та тăрăшкаласа пăхать. Тав сăмахĕ калас вырăнне хура сăрăпа хуплама тăрăшакансем те тупăнаççĕ. Эпĕ, нумай ача амăшĕ пулнă май, Петр Николаевич пирки ыррине анчах калама пултаратăп. Ялта тирпей-илем тумалла пулсан та, çынпа пĕр чĕлхе тупса халăха ĕçлеттерме пĕлет.

Ял аталаннинче вырăнти предпринимательсен те тÿпи пысăк.

Вĕсем яла пысăк усă параççĕ. Пуçару бюджетне пуянлатма укçа-тенкĕ енчен пулăшу кирлĕ пулсан, пĕрре те кутăнлашса тăмаççĕ, ырă тума васкаççĕ. Пулăшнине кура ĕçĕсем те ăнса пыраççĕ вĕсен, аталанса, вăй илсе çеç пыраççĕ. Ырă кăмăллисен ячĕсене ятранах палăртса хăварас килет. Вĕсем: Виктор, Александр, Владимир Марковсем, Виктор Артемьев, Алексей Шадриков.

Нумаях пулмасть ялта «Туслăх кÿлли» ят панă кану паркĕ уçăлчĕ. Тăпăлкка ларакан кафе, часовня, туслăх кĕперĕ кашни иртен-çÿрене  илĕртеççĕ. Унччен ишĕлсе выртнă çырма-çатра халĕ чăн-чăн музей кĕтесĕ пулса тăчĕ. Кама-тăр килĕшмест те ку паллах. Кĕпере сÿтсе пăрахмалли пирки те сас-хура çÿрерĕ. Халăх вăйĕпе тăрăшса тунă илеме мĕншĕн ватас? Çĕмĕрме пĕр кун, çĕнĕрен тума çеç вăхăт самаях иртет. Е камăн-тăр кĕвĕçлĕх туйăмĕ вăраннă? «Кĕвĕç чуна – кĕве çиет», – темеççĕ-и-ха? Тутар Саплăк тата Алешкин Саплăк ялĕсене пĕрлештерсе тăракан кĕпере тунă çĕре кашни предприниматель, ял халăхĕ пысăк пай кĕртнĕ.

Кĕпер хывас ĕçе хĕл кунĕнче пуçларĕç. Çуллапа çуркунне тума май çук. Шыв шăнасса кĕтмелле. Рабочисем хĕл кунĕнче çырмара темиçе метр тăсăлакан кĕпер тăвассине кĕске вăхăт хушшинчех вĕçлерĕç. Алексей Клементьев, Александр Григорьев, Сергей Скворцов, Петр Скворцов пек ĕçченсене уйрăмах палăртмалла. Паянхи кун кĕпер çирĕп ларать. Хĕлĕн-çăвĕн миçе çын хăрамасăр каçса çÿрет пуль çак кĕпер урлă? Канма килекенсем те илемпе киленеççĕ, тÿррĕн каçма та пит меллĕ. Ку çеç мар, çак кĕпер чăвашсемпе тутарсен хушшинчи туслăх паллийĕ те. Çак ялта ĕмĕртен икĕ наци халăхĕ килĕштерсе пурăннă. Чăвашĕ тутар юррине, тутарĕ чăваш юрри шăрантарнă. Акатуй уявĕсенче те пĕрле савăнаççĕ. Саплăк халăхĕ ĕçлеме çеç мар, культурăллă канма та пĕлет. Клуб ертÿçи Виктория Кузьмина çамрăк пулин те, пурнăçне ялпа çыхăнтарнă. Ялти «артистсене» тăтăшах хăй йĕри-тавра пуçтарать. Сăвă шăрçалакан  юрă шăрантаракан, кулăш ăстисем те пур Саплăкра! Тĕслĕхрен, Николай Порфирьев, уявсенче ĕлĕкхи юрă юрласа нумай çамрăка тĕлĕнтерет. Паянхи пек астăватăп-ха, творчество каçĕнче жюри Николай Порфирьев юррисене пысăк хак пачĕ.

Пултарулăхĕпе те Саплăк ялĕ районти маттур ялсен хушшинче тăрать

Илемлĕ çуртсем,3-4апат-çимĕç лавкка пурри те ял çынни пирки нумай калама пултарать. Нумай çамрăк малашнехи пурнăçне ялпа çыхăнтарать. Пурăнма йăва çавăраççĕ,ача-пăча çуратса ÿстереççĕ. Нумай ачаллă çемьесем те сахал мар кунта. 5-6 пепкеллисене те курма пулать. Вĕсем пурте ашшĕ-амăшĕн тивĕçне çирĕп пурнăçлаççĕ. Çакă мар-и-ха ял илемĕ, пуянлăхĕ? Çемье –пĕчĕк патшалăх, ял пуласлăхĕ çирĕп чăмăртаннă çемьесенчен тăрать. Обществăна пысăк витĕм кÿрет . Александрпа Кристина Максимовсен(çемьере 6 ача çитĕнет), Андрейпа Алена Журавлевсен(3ача), Владимирпа Светлана Яковлевсен(3ача) çемйисене тĕслĕхпе палăртса хăварас килет.Тата нумай-нумай çемье пурнăç тилхипени çирĕп тытса пырать. 

Пурăнмалли çурт-йĕре илемлетес енĕпе Викторпа Елена Марковсем пултаруллă. Маттур кил хуçисем çуллахи вăхăтра алă усса лармаççĕ, хăйсен пурăнакан вырăна капăрлатаççĕ. Елена Федоровна Маркова ача сачĕн заведующинче вăй хураканскер, садик территорине те тĕрлĕрен чечекпе илемлетет.  «Теремок» садика пырса кĕрсен юмах тĕнчине путнă пек туйăнать. Йĕри-тавра тирпейлĕх те илемлĕх хуçаланать кунта. Садикра питĕ пултаруллă ĕçченсем вăй хураççĕ.

     Ял ĕçчен çынсем çинче тытăнса тăрать, аталанать

 Вырăнти предпринимательсене илес пулсассăн, уйрăмах Виктор Артемьев фермăра ырăпа асăнас килет. Пыл хурчĕ пек ĕçчен çын тесе каласан та йăнăш пулмĕ ун пирки: 500-600 гектар çĕр çинче тыр-пул акса ÿстерет, икĕ лавкка тытать. Çавăн пекех Виктор Марков, Александр Марков, Владимир Журавлев усламçăсем те хăйсен ĕçĕсемпе чăннипех те мухтанма пултараççĕ. Вĕсем тăрăшнипех ялта планланă нумай ĕç пурнăçланать.

Алешкин-Саплăк ялне телей кайăкĕ вĕçсе кĕнĕнех туйăнать халĕ. 2019 çулта, акă, çынсене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерме пуçларĕç. Ку ĕçе эпĕ питĕ кирлĕ тесе шутлатăп. Юлашки вăхăтра пусăсенче шыв чакни те ял çыннисем умне нумай пăтăрмах кăларса тăратать. Çурта шыв кĕртни пысăк уява çаврăнчĕ ял халăхĕшĕн.

Çапла, пĕрлехи вăйпа, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Артемьевпа депутатсем, предпринимательсем тăрăшуллă пулнипе ял кунран кун чиперленсе, аталанса пырать. Туса панă илеме упрама пĕлесчĕ, хамăр ачасем, мăнуксем валли те савăнмалăх-ыр курмалăх пуянлăх пултăрччĕ.

Наталия Клементьева

Категория: Общие новости | Просмотров: 385 | Добавил: Андрей | Рейтинг: 4.0/1
Всего комментариев: 0
ComForm">
avatar
Друзья сайта
  • Портал Дрожжановского района
  • Алешкин-Саплыкское сельское поселение
  • Новости Дрожжановского района
  • Россия Православная
  • Всё о Николае Чудотворце: житие, чудеса, иконы, молитвы
  • Православная литература в формате WORD(.DOC)
  • Разработка сайтов
  • Наши соседи


    Календарь
    «  Ноябрь 2021  »
    ПнВтСрЧтПтСбВс
    1234567
    891011121314
    15161718192021
    22232425262728
    2930
    Погода вокруг

    Copyright MyCorp © 2024 |