Пятница,23:48, 03.05.2024 Приветствую Вас Гость RSS

Получить код баннера
Алешкин-Cаплык - моя малая Родина!





Главная | Форум | Блог | Фотоальбомы | Регистрация | Вход

Меню сайта
Форма входа
Логин:
Пароль:
Категории раздела
Общие новости [189]
Навости сайта, новости села
Новости самоуправления [2]
Новости самоуправления
Православный вестник [45]
Новости православия
Новости образования [21]
Новости школы и детского сада
Новости культуры [14]
Новости культуры
Статистика
Подробная статистика:
Поиск по сайту
Главная » 2022 » Февраль » 19 » Мĕн пурǎннǎ таран Хĕрарǎма мухтар!
10:22
Мĕн пурǎннǎ таран Хĕрарǎма мухтар!

Пулаççĕ вĕт маттур хĕрарǎмсем: коллективра та, ял-йышра та вĕсем хисепре, кил ǎшшине те упраççĕ, ĕçре те çитĕнӳсем тǎваççĕ, чун киленĕçĕ валли те вǎхǎт тупаççĕ. Пуриншĕн те ырǎ тĕслĕх пулса пурǎнаççĕ. Сǎмах сӳтсе явма та  кǎмǎллǎ вĕсемпе: чуна ǎшǎтаççĕ, чĕрене канлĕх параççĕ. Шӳтлеме те ǎста, пǎрчǎкан пек вǎр-вар та çивĕч. Ҫапларах  сǎнласа парас килет Алешкин- Саплǎк ялĕнче пурǎнакан Алена Николаевна Журавлевǎна.
Алена Николаевна Ҫĕпрел районĕнчи Кивĕ Упи ялĕнче пилĕк ачаллǎ çемьере çуралса ӳснĕ. Алена-пĕртǎвансенчен чи кĕçĕнни. Упири вǎтам шкул пĕтерсен вǎл Хусанти культура институтĕнче пĕлӳ илет. Библиотекарь профессине алла илнĕ хыççǎн хĕр пĕрчи тǎван яла таврǎнать. Хула шǎв-шавĕ илĕртмест ǎна, пĕтĕм чун-чĕрипе ялаллах туртǎнать.  Аслǎ пĕлӳллĕ, пултаруллǎ хĕр Кивĕ Упи ялĕнчи вулавǎш çуртĕнче ĕçлеме пуçлать. 1999 çулта пулас мǎшǎрĕпе, Алешкин-Саплǎк каччипе -Андрейпа тĕл пулать. Турǎ çырни хапха умнех килет тесе ахальтен каламан ваттисем. Ҫамрǎксем Кивĕ Упи ялĕнче, туйра паллашаççĕ. Андрейǎн амǎшĕ – Зинаида Михайловнǎн ачалǎхĕ те, çамрǎклǎхĕ те çак ялта иртнĕ. Ывǎлĕ те пулас телейне  амǎшĕн ялĕнчех тупать. 1999 çулта Саплǎк ялĕнче Журавлевсен туслǎ çемйи чǎмǎртанать.
Качча килсен те Алена Николаевна тǎван ялĕнчи юратнǎ ĕçне пǎрахма васкамасть-ха. Ултǎ çул хушши Кивĕ Упи еннелле сукмак такǎрлатать. Калама кǎна вĕт! Ҫул çӳресси питĕ чǎрмавлǎ-çке…2006 çулта вара Алешкин-Саплǎкри ял тǎрǎхĕн администраци ĕçченĕ пулса тǎрать. Маттурскере секретарь ĕçне шанса параççĕ. Ěçре те çитĕнӳ хыççǎн çитĕнӳ тǎвать.
Ирхи сывлǎм пек таса юратупа чǎмǎртаннǎ çемьере виçĕ пепке çуралать.  Нумай ачаллǎ амǎшĕ пулни уншǎн вĕçĕ-хĕррисĕр ĕç-пуçпа пĕрлех пысǎк яваплǎх пулнине те пытармасть Алена Журавлева. “Анчах та çемьере ача пурри телей. Ачасен куллипе çурт савǎнǎçпа тулать”,-тет вǎл.

2012 çулта пурнǎç Журавлевсен çемйи умне тепĕр кĕтменлĕх илсе килет. Вĕсем сарǎмсǎр вилсе кайнǎ тǎванĕн ачине усрава илеççĕ. Хǎр тǎлǎх тǎрса юлнǎ 13 çулхи хĕрачана çемье хǎйĕн хӳттине илет. “Ача ют пулмасть”,-тесе ĕнентерет Алена Николаевна. Мĕн чухлĕ тӳсĕмлĕх, юрату кирлĕ ют ачана пǎхма… Анчах та Андрейпа Алена Журавлевсем йывǎрлǎхсен умĕнче парǎнаканнисем мар.
2020 çулта Журавлева Чǎваш патшалǎх педагогика институтĕнче вĕренсе логопед профессине алла илет. Мĕн хистенĕ-ши ǎна тата хушма пĕлӳ лме? “Хальхи саманара ир калаçма вĕренеймен ачасене час-часах курма тӳр килет. Ҫавна пула та, çак професси питĕ кирлĕхлĕ тесе шутлатǎп”,- тет вǎл пǎшǎрханнине палǎртса. Шухǎшлама тата тĕрĕс йышǎнусем тума пĕлекен çын яланах малалла аталанма тǎрǎшать. Алена Николаевна та çав шутра.
Ăшпиллĕ хĕрарǎм кил-çуртра та туслǎха пĕрремĕш вырǎна хурать. Мǎшǎрĕн ашшĕпе амǎшне чун-чĕререн хисеплесе пурǎнать. Икĕ çемье, тĕрлĕ ǎрури çынсем…Ҫапах та килĕшӳпе юрату вĕсен çуртĕнчен каймасть. “Чашǎк-тирĕк шалтǎртатмасǎр пулмасть. Анчах та пĕр-пĕрне кӳренсе çӳрес йǎла çук пирте”-тет сǎмах çǎмхине сӳтнĕ май хисеплĕ ĕçтешĕм.

Пурнǎçра юратǎва упрама пĕлни хǎйне пĕр искусство. 23 çула яхǎн килĕштерсе пурǎнаççĕ вĕсем мǎшǎрĕпе. Пÿрт-çуртри илемпе хăтлăхшăн Алена мǎшǎрĕ тǎрǎшать пулсан, кил хуçи тулта ĕçлесе çӳрет. Андрей Иванович ачисене восптани парас ĕçре те хастар хутшǎнать. Вǎл Ҫĕпрелĕнчи     Казначейство департаменчӗн территори уйрӑмӗн ертӳçин çумĕ пулса тǎрǎшать.  Телей тени мĕн тени? Ăна кашни çын хǎй майлǎ ǎнланать. Пĕри курать ǎна пуянлǎхра, тепри - юратура…Алена Николаевна вара телей курать йĕри-тавра: Ҫемьере, ĕçре, çынсенче, тǎнǎç тĕнчере. Журавлева пек ырǎ чунлǎ, тĕрĕс шухǎшлǎ  хĕрарǎмсем  тĕнчере нумай пулсан, çут тĕнче тата та илемлĕрех пулнǎ пулĕччĕ.

Клементьева Н.Н.

Категория: Общие новости | Просмотров: 79 | Добавил: Андрей | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
ComForm">
avatar
Друзья сайта
  • Портал Дрожжановского района
  • Алешкин-Саплыкское сельское поселение
  • Новости Дрожжановского района
  • Россия Православная
  • Всё о Николае Чудотворце: житие, чудеса, иконы, молитвы
  • Православная литература в формате WORD(.DOC)
  • Разработка сайтов
  • Наши соседи


    Календарь
    «  Февраль 2022  »
    ПнВтСрЧтПтСбВс
     123456
    78910111213
    14151617181920
    21222324252627
    28
    Погода вокруг

    Copyright MyCorp © 2024 |