Суббота,00:40, 04.05.2024 Приветствую Вас Гость RSS

Получить код баннера
Алешкин-Cаплык - моя малая Родина!





Главная | Форум | Блог | Фотоальбомы | Регистрация | Вход

Меню сайта
Форма входа
Логин:
Пароль:
Категории раздела
Общие новости [189]
Навости сайта, новости села
Новости самоуправления [2]
Новости самоуправления
Православный вестник [45]
Новости православия
Новости образования [21]
Новости школы и детского сада
Новости культуры [14]
Новости культуры
Статистика
Подробная статистика:
Поиск по сайту
Главная » 2022 » Февраль » 13 » Икĕ чĕререн юхать пĕр пурнǎç…
10:32
Икĕ чĕререн юхать пĕр пурнǎç…

Ҫемье çавǎрма ǎс нумай кирлĕ мар, пурнǎçа малалла тĕрĕс-тĕкел илсе пыма пысǎк ǎс-тǎн, тӳсĕмлĕх кирлĕ. Икĕ çын хушшинче çуралнǎ юратǎва кунран кун ӳстермелле, унпа ачаш та ырǎ пулмалла. Ăна хрусталь савǎт пек упрамалла.  Ҫапла упраса пурǎннǎ та  Алешкин Саплǎк ялĕнче пурǎнакан Иван Андреевичпа Зинаида Михайловна Журавлевсем юрату ǎшшине. Нумаях пулмасть туслǎ мǎшǎр ылтǎн туйне палǎртса иртрĕ. Ҫур ĕмĕре яхǎн вĕсем пĕр сывлǎшпа сывласа, пĕр çулпа утса-чупса хуйха-савǎнǎçа пĕрле пайлаççĕ…
Иванпа Зинаида Журавлевсем 1972 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче пĕрлешнĕ.  
.Çемье пуçӗ – Иван Андреевич –тǎван колхозра выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ, зоотехник пулса тăрăшнă. «Тутар Республикин тава тивĕçлĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенӗ» ята тивĕçнĕ. Нумай çул хушши «Дружба» колхозра ертӳçĕ тилхепине тытса пынă. Хастар ĕçленĕшĕн ăна нумай хутчен Хисеп хучĕпе чысланă. Иван Андреевичǎн ятне республикăри Хисеп кĕнекине те кĕртнĕ.
Мăшăрĕ – Зинаида Михайловна – ĕмĕр тăршшĕпе яваплă ĕçсенче тăрăшнă.  Бухгалтер, библиотека заведующийĕ, секретарь пулса ырǎ ята тивĕçнĕ. Шанса панă ĕçĕсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă.
Çемьери ырă çанталăк ытларах хĕрарăмран килнине те палăртрĕ Зинаида Михайловна. «Тĕнчери пĕтĕм çепĕçлĕх, черченлĕх хĕрарăмра. Мǎшǎр ачашлăхĕпе çемье тытǎнса тǎрать, анне ырǎ пулни ачасемшĕн калама çук пысǎк телей», – тет  Зинаида Журавлева.
Хисеплĕ мǎшǎр тǎватǎ ачана кун çути парнеленĕ. Пурне те тĕрĕс-тĕкел ӳстерсе, пурнǎçǎн анлǎ çулĕ çине кǎларнǎ. Ачаранах ĕçе хǎнǎхтарнǎ, ватǎсене хисеплеме вĕрентнĕ. Асли, Елена, çемйипе Хусан хулинче пурǎнать. Кĕçĕн класри ачасен вĕрентекенĕ пулса тǎрǎшать. Иккĕмĕш ывǎлĕ -Андрей, Алешкин Саплǎк ялĕнче, ашшĕпе амǎшĕн çуртĕнче тĕпленнĕ. Ҫĕпрелĕнчи     Казначейство департаменчӗн территори уйрӑмӗн ертӳçин çумĕ пулса ĕçлет. Районти нумай яваплǎ ĕçсем унǎн ǎс-тǎнĕ витĕр тухаççĕ. Виççĕмĕш ывǎлĕ, Николай,  Ульяновск хулинче кун кунлать. Аслǎ прапорщик, Ульяновскри пушар  чаçĕнче, хурал начальникĕн пулǎшаканĕ пулса вǎй хурать. Тепер ывǎлĕ Михаил, Ульяновск хулин пушар чаçĕн хурал начальникĕ, капитан.
Ырǎ çынсен ачисем те ырǎ  пулаççĕ. Сǎлтавне таçта шырамалла мар.  Атте-анне  лайǎх тĕслĕх пулса пурǎнни ачасене пысǎк витĕм кӳрет. Тĕрĕс сукмакпа пыма хистет, маяк çути  пек çул кǎтартса пырать.
Мĕнлерех пурǎнать-ха паянхи кун хисепле мǎшǎр? Паллах, лайǎх! Пурнǎçпа савǎнса, ачисен-мǎнукĕсен  ǎшшине туйса. Чун юратнǎ мǎнуксене утьǎкка сиктерсе. Паянхи кун вĕсен 9 мǎнук(!)   Ҫакǎ мар-и чǎн телей? Савǎнмалǎх та, мухтанмалǎх та пур…   Ҫамрǎкла ырǎ вǎрлǎх акни ватлǎхракурǎнать.Ҫамрǎксемпе килĕшӳ çиппине татмасǎр  пурǎнма пĕлни те, вĕсен кǎмǎлĕ-туйǎмĕ пирки нумай лайǎххине палǎртма пулать. Вĕсем ял чыс-сумне çеç мар,район тата республика ятне те çӳле çĕкленĕ çынсем-çке…
Пурнǎç ирхи сывлǎм пек иртсе каять.Ҫак аллǎ çул хушшинче хурланмалли те,савǎнмалли те пайтах пулнǎ статьяри мǎшǎрсен. Анчах та чи пахи-йывǎрлǎхсене парǎнтарса малалла хǎюллǎн утни. Ҫакна çирĕплетсе парать те Журавлевсен ырǎ та тĕслĕхлĕ пурнǎçĕ.

Клементьева Н.Н.

Категория: Общие новости | Просмотров: 60 | Добавил: Андрей | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
ComForm">
avatar
Друзья сайта
  • Портал Дрожжановского района
  • Алешкин-Саплыкское сельское поселение
  • Новости Дрожжановского района
  • Россия Православная
  • Всё о Николае Чудотворце: житие, чудеса, иконы, молитвы
  • Православная литература в формате WORD(.DOC)
  • Разработка сайтов
  • Наши соседи


    Календарь
    «  Февраль 2022  »
    ПнВтСрЧтПтСбВс
     123456
    78910111213
    14151617181920
    21222324252627
    28
    Погода вокруг

    Copyright MyCorp © 2024 |