Главная » 2018 » Июнь » 27 » Чăваш Ен: "Çĕпрел тăрăхĕнче Акатуй кĕрлерĕ"
10:25
Чăваш Ен: "Çĕпрел тăрăхĕнче Акатуй кĕрлерĕ"
Çĕр ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн чăваш Акатуйра савăнать. Республика тулашĕнче пурăнакан йăхташсем те авалхи йăла-йĕркене çирĕп тытса пыраççĕ. Тутарстанри Çĕпрел районĕнче Акатуй çулсерен черетпе тĕрлĕ ял тăрăхĕнче иртет. Кăçал уяв лапамне Алешкин Саплăкри туслăх кӳлли хĕрринче йĕркеленĕ.