Аслă
Çĕнтерÿ… 65 çул… Кăçалхи çул майăн 9-мĕшĕ ытти çулхсенчен те кĕтнĕрех,
хаваслăрах та паллăрах. Тăван çĕршыв 65 çул мирлĕ пурнăçпа пурăнать. çак юбилее
паллă тума Алешкин-Саплăк шкулĕнче нумай ĕçсем пулса иртрĕ. 3-мĕш класра вĕренекен
ачасемпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен нумай калавсемпе сăвăсем те çырса
пăхрăмăр. Килте атте-аннепе пĕрле ват асатте-кукаçейсем çинчен сочинении çырасси
вара чи хĕрÿ ĕç пулчĕ. Кашни килтех каçсерен аса илÿ калаçăвĕсем пулчĕç, кивĕ
сăнÿкерчĕксем арчасенчен тухрĕç, вăрçăран килнĕ çырусене те ачасем аллисене
тытса вуларĕç. Виççĕмĕш класра вĕренекенсем аслисене пурне те шкулти учитель
хушнă ĕçе пурнăçлама хăйсемпе пĕрле хавхалантарчĕç. Кăçалхи çул нумай çĕнĕлĕх пĕлчĕç.
Тăван çĕршыв историне манма юрамасть. Класс сехечĕсене те çак çитес çĕнтерÿ уявĕ
ячĕпе нумайрах ирттертĕмĕр. Класс тулашĕнчи мероприятисем те ачасен пĕлÿне
пуянлатрĕç.
Вăрçăсенче пулнă
çын.
Манăн
мăн асатте, Журавлёв Андрей Егорович –Аслă вăрçă ветеранĕ. Вăл 1911-мĕш çулта çуралнă.
Вăрçăччен колхозра тĕрлĕ ĕçсенче ĕçлене. 1938-мĕш çулта Халхин-Гол кÿли патĕнче
Японии çарĕпе çапăçнă çĕре хутшăннă. Вăрçăран таврăнсан ялта нумай тăрайман:
Финдлянди вăрçине чĕнтернĕ. Икĕ варçăран та вăл пĕр сурансăр таврăннă. 1941-меш
çулта Тăван çершыв Аслă вăрçи пуçланнă. Мăн асатте каллех вăрçа çакланнă.
Фронтра вăл 1941-мĕш çулта, сентябрьте хытă аманнă. Госпитальте выртнă хыççăн
ăна килне янă.
Вăрçă вăхăтĕнче колхозра бригадир пулса
ĕçленĕ. 1972-мĕш çулта вăл чирлесе вилнĕ.
Журавлёва Дарья. 3 класс
Манăн мăн кукаçи.
Мăн кукаçи Кузнецов Егор Константинович
ятлă пулнă. 1913-мĕш çулхи 14-мĕш апрельте çуралнă. Алĕшкин – Саплăк ялĕнче
вăтам хресчен çемьинче пурăннă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан Хурăнварти
шкулта 10 класс пĕтернĕ. Ун хыççăн вăл учитель пулса ĕçленĕ.
1934 – мĕш çулта авланса çемье çавăрнă. Ял
хĕрĕпе Журавлёва Вера Яковлевнăпа пĕрлешнĕ. 1935-мĕш çулти октябрь уйăхĕнче
салтака каять. Вăл Владивосток хулинче моряк пулса служит тума тытăнать. Служба
хыççăн вăл киле таврăнаймасть, Аслă вăрçă тапранать. Вăл офицер пулса
отделенипе командовать тăвать, 2-мĕш украина фронтĕнче. Вĕсен
главнокомандующийĕ Ватутин пулнă.
Пирĕн мăн кукаçи мĕнле кăна йывăрлăхсем
тÿсмен вăрçă хирĕнче. 1945-мĕш çулта февраль уйăхĕнче инвалид пулса киле
таврăнать. Мĕн вăй-хал çитнĕ таран колхозра ĕçлет.
1986-мĕш çулта 74 çула çитсе çĕре кĕрет.
Эпир мăн кукаçие ырăпа кăна аса илетпĕр.
Константинова Елена. 3 класс.
Мăн асаттепе мăн
кукаçи вăрçă вăхăтĕнче.
Вăрçă пĕтни 65 çул çитет. Вăл вăрçăра
манăн мăн асаттепе мăн кукаçей пулнă. Манăн мăн асатте - Кудряшов Иван
Алексеевич. Вăл 1913-мĕш çулта çуралнă. Ăна 1941-мĕш çулта вăрçа илсе кайнă.
Манăн мăн асанне вара 8 ачапа тăрса юлнă. Хăрушă выçлăх вăхăтĕнче вĕсене пăхса
ÿстернĕ. Мăн асатте вăрçăран таврăнсан 1986-мĕш çулта вилнĕ.
Мăн кукаçее Волков Григорий Васильевич
тесе чĕннĕ. Вăл 1914-мĕш çулта çуралнă. Ăна 1942-мĕш çулта вăрçа илсе кайнă.
Мăн кукамай та çав выçлăхра пĕр пĕччен ачасемпе тăрса юлнă. Кукаçей вăрçăран
таврăнсан 1952-мĕш çулта вилнĕ.
Мăн асаттепе мăн кукаçей Алёшкин - Саплăк
ялĕнче çÿралса ÿснĕ пулнă.
Çĕре çити тайма пуç вĕсене.
Мударисова Алина. 3 класс.
Хăрушă вăрçă.
1941-мĕш çулта июнĕн 22-мĕшĕнче хăрушă
вăрçă пуçланать. Пĕтĕм вăйпитти арçынсем вăрçа тухса каяççĕ. Çак вăрçă нумай
çыннăн пурнăçне татать.
Манăн мăн асаттепе мăн кукаçее те вăрçа
илсе каяççĕ. Мăн кукаçей - Осипов Пётр Алексеевич вăрçăран таврăнаймасть. Мăн
асатте вара çав вăрçă хирĕнчен урине амантса таврăнать. Ăна Павлов Алексей Николаевич
тесе чĕннĕ. Таврăнсан колхозра ĕçлет.
Тискер вăрçă 1945-мĕш çулта майăн 9-мĕшĕче
вĕçленет.
Николаев Павел. 3 класс.
Аслă вăрçă.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи 4 çул пынă.
Вăрçăн малтанхи куннех халăх тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме васканă. Çак вăрçăра пирĕн
район çыннисем те чаплă çĕнтерÿшĕн пĕтĕм вăйĕсене хурса паттăрлăх, чăтăмлăхпа
хăюлăх кăтартнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин Героĕ ятне пилĕк çын илме тивĕçлĕ
пулаççĕ: З.З.Алимов, С.Уганин, Н.В.Фазлаев, М.К.Хакимов, П.С.Юхвитов.
Пирĕн ял çыннисем те аяккинче юлман. Вĕсенчен
пĕри – Казакова Анюта Владимировна. Вăл вăрçă участникĕ пулнă. 1942-мĕш çулта
нимĕçсем тапăнсан ăна Прибалтикăна ăсатаççĕ. Мĕн вăрçă чарăничченех санитар
пулса ĕçлет. Кунне вăрçă хирĕнчен темиçе теçетке салтака вилĕмрен çăлса
хăварнă. Хăй те вăрçăран аманса таврăнать. Нумайăшĕ çывăх çннисене çухатнă,
кил-çуртсăр тăрса юлнă.
Тĕнчере яланах мирлĕ пурнăç тăтăр! Вăрçă-
харçă ан пултăр!
Григорьева Лиана. 3 класс.
Вăрçă çулĕсем.
Кăçал майăн 9-мĕшĕче çĕнтерÿ кунне 65 хут
кĕтсе илетпĕр. Аслă Отечествăлла вăрçă пирĕн çемьешĕн çухатуллă пулнă. Мĕншĕн
тесен, мăн асаттесем – Клементьев Игнатий Васильевич, Пляшев Василий
Герасимович, мăн кукаçей – Марков Афанасий Иванович çапăçу хирĕнчен çемьисене
таврăнайман. Манăн кукаçейпе кукамай тата асаттепе асанне ашшĕсем вăрçа кайнă
чухне 4 çулта пулнă.
Кукамай каласа панă тăрăх, вăрçă вăхăтĕнче
ялта та çăмăл пулман. Арçынсем пурте вăрçăра. Ватă çынсемпе хĕрарăмсем тата
ачасем арçын ĕçне ĕçленĕ. Вăрман касма, тырă пуçтарма та хĕрарăмсем çÿренĕ. Мăн
кукамайсем салтаксем валли чăлха-алсиш çыхнă, махорка типĕтнĕ, çĕрулми яра-яра
панă.
Манăн кукамай шкулта 4 класс кăна вĕреннĕ.
Кайран крахмал заводне çĕрулми шуратма кайнă. Вăкăрпа хирти тыр-пула турттарнă.
Унтан Тăванелĕнчи сурăх ферминче ĕçленĕ.
Халĕ пурнăç ĕлĕкхинчен çăмăлтарах, тет.
Çимеллисем, тăхăнмаллисем пурте пур, ĕçлеме кăна ÿркенмелле мар, тет. Çĕр çинче
мирлĕ пурнăç кăна пултăр, тет. Сирĕн эпир курнине курмалла ан пултăрччĕ, тет.
Маркова Василина. 3 класс.
Кукаçейĕн
наградисем.
Манăн мăн кукаçей – Иноходцев Тихон
Николаевич. Вăл Аслă вăрçăра пулнă. 1941-мĕш çулта 20-мĕш июльте фронта илсе
каяççĕ. Вăл 3-мĕш Украина фронтне лекет. 1942-мĕш çулта снаряд осколокĕ амантса
госпитале лекет. Госпитальтен сывалса тухсан фронта каять. 1944-мĕш çулта 4-мĕш
Украина фронтне куçараççĕ.
Кукаçейĕн наградисем: «Орден славы 3
степени», медальсем «За взятие Будапешта», «За взятие Сталинграда».
Кукаçей
вăрçăран сывах таврăнать. Мирлĕ вăхăтра ватăличчен пурăнса вилет.
Журавлёв Максим. 3 класс.
Манăн мăн
кукаçей.
Манăн мăн кукаçей – Крмаков Виктор
Фёдорович. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă кунсенче вăл çĕр-шыв умĕнче таса
тивĕçне пурнăçласа Совет çар ретĕнче служит тунă. Вĕренÿсем вĕçленсенех
Ленинград фрондĕнче патăррăн çапăçать. Темиçе хутчен суранланса госпитальре
сипленсе тухать.
Вăрçăра хăюллă салтак пулнăшăн
орден-медальсем илме тивĕçлĕ пулать. 1945-мĕш çулта тăшмана çĕнтерсе тăван ялне
таврăнать. Тăшман снарячĕ мăн кукаçейĕн сулахай урине вăйлах амантатех. Яла
таврăнсан вара нумаях та пурăнаймасть вилет.
Семёнов Станислав. 3 класс.
Мăн кукаçей.
1941-мĕш çулта пирĕн Тăван çĕр-шыв çине
фашитсем хаяррăн тапăнса килнĕ. Мĕнпур ялти, хулари çамрăксем, ваттисем тăшмана
хирĕç тăнă. Манăн мăн кукаçей те мĕнпур ялти çынсемпе вăрçа тухса кайнă.
Фашистсене хирĕç хăюллăн çапăçса вăрçă хирĕнче пуçне хунă.
Чыс та мухтав вăрçă паттăрĕсене!
Григорьев Станислав. 3 класс.
Манăн ăрури
фронтовиксем.
1941-мĕш çулта пирĕн Тăван çĕршыв çине
нимĕçсем тапăнса килнĕ.Саплăк ялĕнчен мĕнпур арçын вăрçа тухса каять. Ялта
пурăнма, ĕçлеме хĕрарăмсемпе ачасем кăна тăрса юлаççĕ.
Манăн мăн асатте Тимошкин Василий
Евграфович 1941-мĕш çулта ыттисемпе пĕрле вăрçа тухса каять. 1942-мĕш çулта
Воронеж хули çывăхĕнчен вилни çинчен пĕлтерекен хут килнĕ. Вăл вăрçа каиччен
учитель пулса ĕçленĕ. Вăрçăра офицер пулнă.
Манăн мăн кукаçей те 1941-мĕш çулта вăрçа
тухса кайнă. Ăна Иноходцев Тихон Николаевич тесе чĕннĕ. Вăрçă хирĕнче вăл
аманнă. Госпиталье сывалнă. 1945-мĕш
çулта октябрь уйăхĕнче вăрçăран сывах таврăннă. Унăн орденĕсемпе медальĕсем
халь те упранаççĕ. Манăн мăн асатте 1983-мĕш çулта чирлесе вилет.
Нихăçан та вăрçă ан пултăр! Яланах мир
пултăр!
Тимошкина Анна. 3 класс.
Мăн кукаçей
Матвей.
Манăн кукамайăн ашшĕ Матвей ятлă пулнă.
Вăл манăн мăн кукаçей пулать. Мăн кукаçей 1906-мĕш çулта çуралнă. Вăрçа кайнă
çул вăл 35 çулта пулнă. Мăн кукамайпа иккĕшĕн çичĕ ача пулнă. Тăватă ачи
çамрăклах вилнĕ, виçĕ ачи пурăннă. Манăн мăн кукаçей вăрçăран таврăнайман,
унтах вилнĕ, никам та пĕлмест хăш вырăнта вилнине. Мăн кукамай вара 81 çула
çитичченех пурăннă.
Хăрушă вăрçă урăх ан пултăр! Яланах мир
пултăр!
Кудряшова Вероника. 3 класс.
Мăн кукаçейĕн
шăпи.
Манăн мăн кукаçее Аръяхов Филипп Кузьмич
тесе чĕннĕ. Вăл 1911-мĕш çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕш кунĕнче çуралнă.
1941-мĕш çулхине ыттисемпе пĕрле вăрçа
тухса каять. Ăна Германи хирĕнче çапăçма тÿр килнĕ. Çапăçу вăхăтĕнче аманса
ÿксе юлнă. Нимĕç салтакĕсем вилеймесĕр юлнă пирĕн салтаксене машина çине
тиесе пуçтарса çÿренĕ. Мăн кукаçей те
вĕсен хушшине лекнĕ. Ăна нимĕçсем хăйсен госпиталĕнче сыватнă. Коммунист
пулнине пĕлсен хупса хурса кашни кун çурăмĕнчен 50-шар хут патакпа çаптарнă.
Хытă хĕненине чăтаймасăр вăрмана тухса тарма мел килсе тухать. Улăм ăшне
пытанса ларать. Вăрманçă йытти шăршăпа çын пуррине сиссе хуçине пĕлтерет. Тарни
усăллă пулман мăн кукаçейшĕн, вăрман хуçи ăна тытса нимĕçсене парать. Çакăншăн çакса вĕлерме шутлаççĕ.
Çил-тăвăллă каç кукаçей тепĕр хут тарать.
Химии заводне кĕрсе пытанать. Хыçалтан хăвалакан нимĕç йыттисем йĕре çухатаççĕ.
Каярахпа кукаçей бомба сирпĕнсе шăтарнă щăтăка кĕрсе выртать. Тăшман тупасран
хăраса тата инçерех тарать. Пĕр ял хĕрринчи сарайри улăм ăшне кĕрсе выртать. Нумаях та пытанса
выртайман, улăм илме кĕрекенсем кукаçее тупаççĕ. Вăрман хĕррине илсе каяççĕ.
Кусем хамăр совет салтакĕсем пулнă
иккен. Мăн кукаçее нумай тĕпчеççĕ. Каярахпа штаба илсе кайсан тепĕр хут тĕпченĕ
хыççăн чăнахах та хамăр салтак пулнине шанаççĕ.
Ку ĕç хыççăн çĕнĕрен тăшманпа çапăçма
каять. Нимĕçсем пăрахса кайнă хулари лавккаран кукаçее купăс тупса панă. Пирĕн
кукаçей чаплă вăйçă пулнă.
Мăн кукаçейĕмĕр плен хыççăн мĕн вăрçă
пĕтиччен нимĕçсене хирĕç çапăçнă. 1947-мĕш çулхине киле таврăннă. Вăрçăран
таврăнсан тăван ялĕнчи колхозра бригадир пулса ĕçленĕ. Çемьере мăн кукамайпа
иккĕшĕ сакăр ача пăхса ÿстереççĕ. Ачисенчен пĕри манăн кукамай. Мăн кукаçейĕмĕр
1998-мĕш çулта çĕре кĕрет. Эпир ăна ырăпа кăна асăнатпăр.
Пляшева Наташа. 3 класс.
Хаклă çыннăмăр.
Палинов Михаил Поликарпович – манăн мăн
кукаçей. Вăл 1915-меш çулхи кăрлач уйăхĕн 7-мĕш кунĕнче Саплăк ялĕнче çуралнă.
Шупашкарта пединститут пĕтернĕ, учитель пулса ĕçлеме тытăннă, ялта пĕрремĕш аслă
пĕлÿллĕ çын пулнă. Анчах та вăрçă пуçланнă. 1939-мĕш çулта финсемпе çапăçнă,
кайран Аслă аттелĕх вăрçинче 1945-мĕш çулчченех пулнă. Вăрçăра темиçе хутчен
аманнă.
Хăрушă вăрçă чарăннă. Пирĕн çар нимĕç фашисчĕсене çĕмĕрсе
тăкнă. Кукаçей каллех ачасене вĕрентме пуçланă.
Палинов М.П. 1986-мĕш çулта çĕре кĕнĕ. Эпир ун вилтăприне
тирпейлесе тăратпăр, ăсран ямастпăр. Кукамай мана час-часах хăйĕн ашшĕ çинчен
каласа парать.
Хаклă çыннăмăр, лăпкă çывăр. Йывăр тăпру çăмăл пултăр.
Марков Коля. 3 класс.
|